04 сентября 2018 г.
2018 çул пуçланнăранпа районти халăха ĕçе вырнаçтаракан центра ĕç шыраса 479 çын пынă. Çав шутран 447-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, Центрта регистрациленнĕ ĕçсĕррисем - 36 çын. Обществăлла ĕçсене пурнăçлама - 70 çынна, професси пĕлĕвĕ илме 21 çынна янă.
Çула çитменнисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе кăçал 8 килĕшÿ тунă, 256 çамрăка ĕç тупса панă. Ĕç шырассипе йывăрлăха лекнисене пулăшассипе 3 килĕшÿ тунă. Çавна май 8 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.