07 сентября 2018 г.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Элĕкри тĕп больницăра вăтам медицина ĕçченĕсен кустри ларăвĕ пулнă. Унта Йĕпреç, Красноармейски, Вăрнар, Элĕк районĕсенчи тĕп больницăсенчи вăтам звенори ĕçченĕсем те хутшăннă. Конференцие салам сăмахĕ каласа Элĕк район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров уçнă. «Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе реанимаци мероприятийĕсем ирттерес енĕпе хальхи сĕнÿсем çинчен» докладпа Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин аслă çулхисене медицина пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алексей Смирнов доклад тунă.
Конференцире малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине йĕркелесси, пуçри юн çаврăнăшĕ пăсăлнă чухне васкавлă пулăшу парасси, социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсен профилактики енĕпе ыйтусем пăхса тухнă.