11 сентября 2018 г.
«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» Чăваш Республикин саккунне пурнăçласа районта нумай ачаллă çемьесене çĕр парассипе мероприятисем малалла пыраççĕ.
Ку енĕпе 175 çемьене шута илнĕ. Çав шутран 63-шĕ (36 процент) уйрăм çурт тума, 112-шĕ (64 процент) килти хушма хуçалăха аталантарма ыйту çырнă.
Паянхи куна илсен, район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесем валли 119 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Çĕре тавăрса памалла мар тивĕçтерме 119 нумай ачаллă çемьене сертификат панă. Çакă учета илнисен 68 проценчĕ. Çав шутран 40 çемье пурăнмалли çурт тума 5,9 гектар, 79 çемье килти хушма хуçалăха тытса пыма 52,2 гектар çĕр илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта çĕр лаптăкĕсем 58,1 гектар панă.