14 сентября 2018 г.
Хальхи вăхăтра ачасене культура çуртне явăçтарма çăмăл мар. Кашнийĕнех килте компьютер, телевизор, кĕсье телефонĕ пур.
Ураскилтри культура çурчĕн ĕçченĕсем ку лару-тăрура та алă усса лармаççĕ. Çуллахи вăхăтра пысăк экранпа ачасене валли ятарлă мультфильмсем кăтартассине йĕркелерĕмĕр. Çакă ачасен кăмăлне кайрĕ. Уйрăмах культура çуртĕнче вырнаçтарнă аквариумри пулăсем килĕшрĕç. Вĕсене пĕчĕккисем уйрăлмасăр сăнанине асăрхарăмăр. Каярахпа чĕр чунсен шутне ÿстертĕмĕр: икĕ пысăк тимĕр шапа тата попугай хутшăнчĕç. Халĕ вара уроксем хыççăн ачасем чĕр чунсене апатлантарма васкаççĕ. Кашнинех ят пачĕç. Çав хушăрах шашка-шахмат енне те туртăнаççĕ вĕсем. Ачасен кăмăл-туйăм уççине тупма пĕлнипе кăмăллă культура ĕçченĕсем.
Марина СТЕПАНОВА, ял клубĕн директорĕ.