АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ иртрĕ

21 сентября 2018 г.

Ял уявĕ иртрĕ

Ытларикун, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, Юманлăхсем ял уявне паллă турĕç. Ăна шăпах çак темиçе çул каялла часавай уçнă самантпа çыхăнтарнă. Çавна май чиркÿ праçникĕ теме те йышăннă çак куна. Çакăнпа килĕшмелле те ĕнтĕ. Часавай пулнă вырăнта ĕлĕкех чиркÿ пулнă. Вăл Елизаветăпа Захарий ячĕпе хисепленсе тăнă. Çулсем иртнĕçем чиркÿ кивелсе çĕрĕшсе пĕтнĕ. Халĕ вара унта çутă та çĕнĕ часавай халăха йышăнать.

Хăтлă та пысăках мар çуртра çав кун Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев кĕлĕ ирттерчĕ, кунта пухăннисене саламланă май ырă сĕнÿсем пачĕ. Унтан Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов ял-йыша саламларĕ, Турăпа пĕрле тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ял старости Реомир Быков та тухса калаçрĕ. Уява вара Юманлăхра пурăнакансем çеç мар ытти ялсенчен килнисем те пухăннă. Кĕлĕ хыççăн часавай территорийĕ çумĕнчех ялти хастар та маттур хĕрарăмсем пуян сĕтел хатĕрленĕ. Людмила Александрова, Галина Семенова, Альбина Быкова, Эля Алексеева шÿрпе тата пăтă пĕçерес ĕçре тăрăшнă. Вĕсемех хăнасене пăхас енĕпе те, сĕтел йĕркелес тĕлĕшпе те вăй-хала шеллемерĕç.

Хыççăн пурте ял клубне пуçтарăнчĕç. Вырăнти «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ хăйĕн янăравлă юррисемпе халăха савăнтарчĕ. Вячеслав Михайлович ырă самантпа усă курса тепĕр хут салам сăмахĕсемпе хавхалантарчĕ, часавай çĕклесе лартма пултарнишĕн ял халăхне тав сăмахĕ каларĕ. Район администрацийĕн культура секторĕн ертÿçи Людмила Семенова та Юманлăхсене ял увĕпе саламлама васкарĕ. Хăйĕн уçă та илемлĕ сассипе пĕр çаврăм юрра шăрантарса парне турĕ.

Çак кун районта иртекен «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнакансемпе те паллашма май пулчĕ. Кусем Ехремкасси тăрăхĕнченех ĕнтĕ. Пĕрремĕш çемье вăл - Мăн Кăканар ялĕнчи Светланăпа Григорий Семеновсен, тепри - Татмăш тăрăхĕнчи Оксанăпа Владимир Семеновсем. Вĕсем юрра-ташша ăста пулни те, тутлă апат-çимĕç пĕçерме пĕлни те яр уççăнах çуталчĕ. Вĕсен ачисем те хастар хутшăнчĕç конкурсра. Çапла майпа Юманлăх ялĕнче пурăнакан Семеновсем «Чи пултаруллă çемье» ята илчĕç, Татмăшри çамрăк мăшăрсем «Чи туслă çемье» ята тивĕçрĕç.

Çак кун Вячеслав Ефимов юбилярсемпе нумай çул пĕрле пурăнакан çемье сене çавра çулпа саламласа Хисеп хучĕсем пачĕ. Çавăн пекех Хисеп хутне ялти чи аслă çын, чи кĕçĕнни те тивĕçрĕ. Унсăр пуçне чи хитре палисадник çавăрнипе палăракана та чысларĕç. Нумай ачаллă çемье те хисепре пулчĕ.

Кристина Сорокина вĕренекенĕн юррисем те кăмăла çĕклерĕç. Çавăн пекех Вутлан тата Тени культура çурчĕсен пултарулăх ушкăнĕсем те уява илем кÿрсе пысăк парне вырăннех пулчĕç çак кун Юманлăх ялĕнче пурăнакансемшĕн.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика